1960 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкара никӗсленӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ ялта пурӑнакан ҫынсене хулана куҫарнӑ. Ҫӗнӗ масартан инҫех мар Туҫи ял вырнаҫнӑ пулнӑ. Тахҫанхи ял вырӑнӗнче вара паянхи кун пӑрахӑҫланӑ палӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Туҫире ӳснӗ виҫӗ юлташ асӑннӑ палӑка юсама шут тытнӑ. Пур вӑя пухса монумента кӗске вӑхӑт хушшинче илем кӳнӗ, палӑк ҫинче Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксен ячӗсене те палӑртнӑ пулнӑ.
Ҫӑвӗн 28-мӗшӗнче вара палӑк умне вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ салтаксене асӑнма Туҫире ҫуралса ӳснисем пуҫтарӑннӑ. Юсанӑ монумента асӑннӑ кунра Георий атте те ятарласа сӑваплама килнӗ.
Монумент умне ҫынсем ҫителӗкле пухӑннӑ. Тахҫан пӗр ялта кӳршӗлле пурӑннӑскерсемшӗн пӗр-пӗрне курни кӑмӑлӗсене самай ҫӗкленӗ. Вӑрҫӑ хирӗнче пуҫ хунӑ паттӑрсене асӑннӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ шухӑш та ҫуралнӑ — хӑйсен ачалӑхӗ иртнӗ ял шӑпи ҫинчен, унтан тухнӑ пултаруллӑ ҫыннисем пирки ятарлӑ кӗнеке ҫырса кӑларма палӑртнӑ. Ку кӗнеке вара хӑйне майлӑ асаилӳ кӗнеки пулӗ, ҫитӗнекен ачасемшӗн те вӗсен ӑрӑвӗ ӑҫтан тухнине, вӗсен пурнӑҫе епле пулнине пӗлме пулӑшӗ.
Вӑрӑ-хурахсем аптраса ҫитнӗ пулмалла тейӗн, мӗншӗн тесен хӑйсен тискер ӗҫесене кӑнтӑрла та пурнӑҫлама хӑяҫҫӗ. Ӗнерхи кун, ҫӑвӑн 27-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта ятне-шывне тӗпчесе пӗлеймен арҫын урампа утса пыракан 60 ҫулхи хӗрарӑмӑн ылтӑн вӑчӑрине татса тарнӑ.
— Хӗрарӑм Женя Крутов урамӗнчи 9-мӗш ҫурт хӗррипе утса пынӑ вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен ун патне арҫын чупса пынӑ, вара хӗрарӑм мӑйӗнче ювелир хатӗрне татса чупса тарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ хӗрарӑма 10 пинлӗх шар кӳнӗ, — пӗлтерет Раҫҫей ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти пай пуҫлӑхӗ Александр Алексеев.
Хӗрарӑмсен те хӑйсене асӑрхануллӑрах тытмалла ӗнтӗ. «Турра та шан, ху та сыхлан» тесе ахальтен каламан. Ылтӑн, кӗмӗл йышши капӑрчӑксене урамра, обществӑлла транспортра сахалрах ҫакса ҫӳремелле. Вӑрӑ-хурах ҫывӑрмасть — вӗсене пулах хӑлхасӑр юлни нимӗнле укҫа-тенкӗ те саплаштарас ҫук.
Республикӑра официаллӑ майпа 16 пляжпа шыва кӗмелли вырӑн уҫма палӑртнӑ. Вӗсенчен тӑватшарӑшӗ Шупашкар хулинче тата Муркаш районӗнче пулӗҫ. Етӗрне районӗнче икӗ пляж уҫӗҫ, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Ҫӗмӗрле хулисенче, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Улатӑр районӗсенче — пӗрер.
Ытти ҫӗрте ҫынсем шыва та кӗмӗҫ, хӗвел айӗнче те хӗртӗнмӗҫ темелле мар-ха. Официаллӑ майпа уҫнӑ вырӑнсене хӑрушсӑрлӑх енӗпе тивӗҫтермелле. Тепӗр майлӑ каласан, ҫакӑ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ. Пытармасӑр калас тӑк, «Кунта шыва кӗме юрамасть» тесе ҫырса ҫапни вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемшӗн йӳнне ларать. Тата, хамӑр хушӑра каласан, темрен тем пулсан вӗсем ҫине яваплӑх та тийӗнмест.
Эрех-сӑра шӗвекесем пуҫа минретсе ҫынна тӗрлӗ инкек-синкек патне илсе ҫитереҫҫӗ. Ӗнерхи кун та, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Энергетиксен урамӗнчи 12-мӗш ҫурт-йӗрти ҫакнашкал пулса тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти Раҫҫей ОМВД пуҫлӑхӗ Александр Алексеев пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнерхи кун пӗр ҫемьере арӑмӗпе упӑшки хушшинче хирӗҫӳ пуҫланнӑ. Вара 52 ҫулхи арҫын эрех минретӗвне пула хӑйӗн арӑмне темиҫе хутчченех мӑлатукпа ҫапнӑ. Юлашкинчен хӑйне те хырӑмран амантнӑ. Паянхи куна иккӗшӗ те вӗсем пульницӑра выртаҫҫӗ.
Ҫак ӗҫ-пуҫпа ШӖМ ӗҫченӗсем тӗреслев ирттереҫҫӗ. Тӗп ыйту: арҫын хӑйӗн арӑмне мӑлатукпа амантнӑ чухне шутласах ҫапнӑ е пӗтӗм айӑпӗ эрех ӗҫнинче?
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Раҫҫейре шкул саккинчен тухса каякансем хӑйсен Юлашки шӑнӑрав кунне уявларӗҫ.
Кивӗ йӑла-йӗркепе хӗрсем шкул тум-тирне тӑхӑнчӗҫ, шурӑ бантсемпе ҫӳҫӗсене пуҫтарчӗҫ. Арҫын ачасем те уява костюм тӑхӑнса пычӗҫ.
Иртенпе Ҫӗнӗ Шупашкар шкулӗ умӗнче хӗрӳ тӑрмашу пычӗ. Шкул вӗренсе тухакансене саламлама ачасен ашшӗпе-амӑшӗсем, ҫывӑх тӑванӗсем, вӗрентекенсемпе шкул дирӗкторӗсем пуҫтарӑннӑ. Шкул сцени ҫинчен вӗрентекенсем шкул пӗтерекенсене ӑшӑ салам сӑмахӗсем каларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ те хӑйсен ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисене уяв ячӗпе саламларӗҫ.
Шкул пӗтерекенсем те хӑйсен юррӑ-ташшипе уява илемлетрӗҫ, вӗсем те тӑван шкула, вӗрентекенсене тав сӑмахӗсем каларӗҫ. Йӑла-йӗрке тӑрӑх шкул вӗренсе тухакансем тӳпене тӗрле-тӗслӗ сывлӑш шарӗсем вӗҫтерчӗҫ.
Юлашки шӑнкӑрав уява ирттернӗ хыҫҫӑн малалла шкул пӗтерекенсем валли йывӑр тапхӑр ҫитет — пӗрлехи патшалӑх экзаменне тӗрӗс-тӗкел тытасси. Такӑр ҫул сире, шкултан вӗренсе тухакансем!
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» обществӑра пушар тухнӑ. Реакци хутӑшӗсен пӑсӗ чӗрӗлсе илнипе пуҫланнӑ ҫулӑма икӗ сехетрен сӳнтерме май килнӗ. «Хӗрлӗ автанпа» 16 техника тата 80 ҫын кӗрешнӗ. Ҫулӑм хыпса илнӗ 50-мӗш номерлӗ цехра производствӑна хальлӗхе чарса лартнӑ-мӗн. Ыттисем яланхи меслетпех ӗҫлеҫҫӗ иккен.
Турра шӗкӗр, вут-ҫулӑмра ҫынсем шар курман. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, пушар ҫут ҫанталӑкшӑн та, хула ҫыннисемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратман.
Шупашкар ГЭСӗ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Перекетле» ятпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хутшӑннӑ. Унта хулари 4, 5, 8, 10-мӗш шкулсенче тата 6-мӗш гимназире вӗренекенсем, «Кӑткӑ» ҫамрӑксен экологи дружинине тата «Вӑйӑ экологийӗ» секцине ҫӳрекенсем — пурӗ 130 ача — хутшӑннӑ. Вӗсем Атӑл ҫыранӗнчи ҫӳп-ҫапа тасатнӑ.
Ҫын хыҫҫӑн юлакан тасамарлӑха пуҫтарма кӑмӑллах маррине шута илсе акцине хаваслӑх кӗртме шут тытнӑ — ачасен хӑйне май япала тупмалла пулнӑ. Пӗр сехет ӗҫленӗ хушӑра вӗсем 150 михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Ӗҫне кура хавхалантарас тесе гидроэнергетиксем кашни ушкӑнах Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Экологи шӑматкунлӑхне аппӑшӗпе пынӑ 4-ри Данил Зайкина та кӳрентермен — ятарлӑ парнепе савӑнтарнӑ.
Ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн «Тархасшӑн, ан варалӑр! Кунта ачасем тирпейленӗ!» тесе ҫырса ҫапнӑ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра ҫул ҫитмен 16 пин ытла ҫамрӑка вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме палӑртаҫҫӗ. Вӑтӑр урлӑ каҫнисемпе вӗсенчен аслисем 4-5-мӗш класс пӗтернӗ хыҫҫӑнах колхозӑн кӑшман уйне ҫум ҫумлама е утӑ тавӑрма ҫӳренине астӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Каярах вара пӗчӗкле ӗҫлеттерме юрамасть тесе саккун тухрӗ. Халӗ 14 ҫултан иртсен ҫеҫ сенӗк-кӗреҫе тытма юрать. Вӗсен те пулин ашшӗ-амӑшӗ, опекӑпа попечительство органӗ хут ҫырса ирӗк пани кирлӗ. Унтан та ытларах — пур ӗҫе те кӳлӗнеймӗн, ҫӑмӑлтараххине кӑна. Юрӗ, ҫитӗ кун пирки — вӑл умсӑмах вырӑнне пулчӗ тейӗпӗр…
Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме вӑхӑтлӑх ӗҫпе тивӗҫтерме республика хыснинчен 13 миллион тенкӗ ытла уйӑрма пӑхса хӑварнӑ, ҫамрӑксене шалу тӳлеме ӗҫ паракансен хӑйсен те тупра тупмалла — пурӗ 3,8 миллиона яхӑн.
Паллах, муниципалитетсем те айккинче юлмӗҫ. Вӗсем 3 миллиона яхӑн уйӑрмалли паллӑ. Пуринчен пысӑк суммӑна (1,1 миллион тенкӗ ытларах) ҫак тӗллевпе Шупашкар хули кӑларса хурӗ. Кунта, ахӑртнех, ҫамрӑксем йышлӑ пулни те витӗм кӳрет-тӗр. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисем 220 тата 200-шер пин уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫуркунне ҫитнӗрен республика таврашӗнче шӑматкунлӑхсем самаях иртрӗҫ. Тавралӑха ҫӳп-ҫапран тасатни, илем кӳни — паха ӗҫ. Анчах та Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем ку ӗҫ пахисен шутне кӗртесшӗн мар пулмалла. Мӗншӗн тесен хула таврашӗнчи хӑш-пӗр лаптӑкӗсенче паянхи кун та ҫӳп-ҫаплӑ.
Хула ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх Ельников ращи (ун хӗрри) тата 13-мӗш шкул таврашӗнче лаптӑка тасатса тӑмаҫҫӗ. Культура паркӗн директорӗ Флавьян Воронов хӑйсен ӗҫне «тӗпипех пурнӑҫлатпӑр» тесе ӗнентерет, айӑпне вара ҫутҫанталӑкра пикник ирттерекенсем хӑйсем хыҫҫӑн ҫӳп-ҫапа пуҫтарманнинче курать.
Вара кам, мӗнле пуҫтарать ыйту тавра «ҫатӑлтатаҫҫӗ» ҫеҫ. Чӑннипех те ҫак ыйту хӑмпине тем тӑршӗ хӑпартни кирлӗ те мар, хула администрацийӗн те 13-мӗш шкул дирекцийӗн те харӑс тасалӑх ӗҫне пуҫӑнмалла. Шӑматкунлӑха та пуҫлӑхсем каланнипе мар тухмалла, чун ыйтнипе. Таса таврӑлӑхра хамӑра та пурӑнма питӗ лайӑх.
«Атте мана шур пӳрт лартса парап тетчӗ йӗтем ҫине чӑрӑш шӑтса тухсан», — ҫапла йӗркесем пурччӗ чӑваш халӑхӗн пӗр юрринче. Самана улшӑннӑ май унти шухӑш пӗр вӑхӑтра ҫивӗчлӗхне ҫухатнӑччӗ. Анчах кайран, ҫӗре аукцион урлӑ туянмалли йӗрке тухсан, укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗкрех пурӑнакансен авалхи ҫав юрра тӑсса ярасси кӑна юлнӑччӗ. Ара, малтан ҫӗрне аукционта туян; кайран пӳртне лартма «кӗмӗл» пух. Пуянсем вӑй ҫитерӗҫ-ха, ыттисен вара мӗн тумалла тет? Тӳре-шарапа тӗлпулусем иртнӗ чух та тӗрӗссипе ҫак ыйтӑва ҫынсем час-часах хускататчӗҫ. Йӗрки ҫапла та, лешсен те хулпуҫҫие хӑпартасси кӑна юлатчӗ. Виҫӗ е ытларах ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр тӳлевсӗр уйӑрса парасси пирки саккун тухнӑ хыҫҫӑн лару-тӑру тинех улшӑнчӗ.
Республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗр илме паянхи кун 3 200-е яхӑн ҫемье черете тӑнӑ. Кун пек тӗллевлисем Шупашкар хулинче уйрӑмах йышлӑ-мӗн — 1200-е яхӑн. Тепӗр тесен, кунтан тӗлӗнмелле те мар — тӗп хуламӑрта халӑх йышлӑ пурӑнать-ҫке. Улатӑр, Элӗк тата Канаш районӗсем ҫӗр илес текенсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ те иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |